Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Ял хуçалăхĕн тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçĕн хисеплĕ те хаклă ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!


Сире професси уявĕпе – Ял хуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр.

Çак уяв ял хуçалăх предприятийĕсен, уй-хирсемпе фермăсен ĕçченĕсене, харпăр хăй хуçалăхĕсенче ĕçлекенсене пĕрлештерет. Сирĕн ĕçĕр пĕрре те çăмăл мар, анчах яланах хисепре. Эсир пире лайăх пахалăхлă ял хуçалăх таварĕсемпе тата апат-çимĕçпе тивĕçтерсе тăратăр, шăпах сирĕн канăçсăр та ырми-канми ĕçĕре пула пирĕн сĕтел çинче яланах çемçе те техĕмлĕ çăкăр хуçаланать. Çăкăртан асли çук,  ял хуçалăхĕ вара – экономика никĕсĕ. Кăçал сирĕн аллăрпа ÿстернĕ тыр-пул, çĕр улми, пахча-çимĕç лайăх тухăç пани савăнтарать, выльăх-чĕрлĕх  пăхакансен  те кăтартăвĕсем япăхах мар. 

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертӳçисемпе специалисчĕсене, хăйсен ĕмĕрне ял ĕçне халалланă ял хуçалăх ветеранĕсене чун-чĕререн тав сăмахĕсем калатпăр.  

Уяв ячĕпе саламаласа сире те, сирĕн çывăх çыннăрсене те çирĕп сывлăх, тăнăçлăхпа ырлăх  сунатпăр. 

Вăрмар район пуçлăхĕ                                   Ю.А. Иванов
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ       Д.Г. Иванов

Уважаемые труженики и ветераны агропромышленного комплекса Урмарского района!

От всей души поздравляем вас с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности!  

Этот праздник объединяет тружеников полей и ферм, кто работает в сельскохозяйственных предприятиях,  личных подсобных хозяйствах.

У вас нелегкая работа, но профессия земледельца всегда в почете. Ведь именно вы обеспечиваете нас качественной сельскохозяйственной продукцией и продуктами питания, именно благодаря вашей кропотливой работе у нас на столе всегда мягкий и ароматный хлеб. Хлеб всему голова, а сельское хозяйство – основа экономики.

В этом году вашими руками выращен хороший урожай зерновых, овощей, неплохих результатов добились и животноводы района.

Искренние слова благодарности выражаем руководителям и специалистам крестьянских (фермерских) хозяйств, всем тем, кто живет и работает на земле. Особые слова признательности и низкий поклон – ветеранам сельского хозяйства, которые всю свою жизнь посвятили напряженному сельскому труду.

Поздравляя вас с праздником, желаем вам и вашим близким крепкого здоровья, мира и добра.

Глава Урмарского района                              Ю.А. Иванов

Глава администрации 

Урмарского района                                           Д.Г. Иванов