Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем Конституции Чувашской Республики

Хаклă та хисеплĕ ентешсем!


Сире Чăваш Республикин Конституци кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Çак уяв Чăваш Ене пĕтĕм чунтан юратакан тата унăн  аталанăвне хăйĕн тÿпине хывса унăн ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан мĕнпур çынна пĕрлештерет. 

Конституци – право тытăмĕн тĕп шăнăрĕ, обществăн тăнăç аталанăвĕн  никĕсĕ, мирлĕ пурнăçа упраса хăварассипе килĕшÿлĕхĕн паллипе шанăçĕ.

Чăваш Республики хăйĕн халăхне тивĕçлĕ малашлăхпа, уйрăм çынна тата кашни çемьене ирĕклĕ аталанассипе тивĕçтерме пултаракан вăйлă та чечекленсе пыракан регион пулса тăрасси эпир саккуна пăхăнса пурăннинчен, ăс-тăнпа пĕр шухăшлăхран килет.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, тулăх пурнăç сунатпăр. 


Вăрмар район пуçлăхĕ                                                                                                                                         Ю.А. Иванов
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                                           Д.Г. Иванов